
Элӗк районӗнчи Илленушкӑнь ялӗнче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын арӑмӗн ачине хӗнесе пурӑннӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӑн 117-меш стайин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2024 ҫулхи кӗркуннерен пуҫласа 2025 ҫулхи кӗркуннеччен ҫав этем ачана пӗрмаях хӗнесе пурӑннӑ. Арҫын, сӑмах май каласан, опекун шутланнӑ. Халӗ арҫын ачана вӑл ҫемьерен туртса илнӗ, вӑл урӑх опекунпа пурӑнать. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссипе подразделение те пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ тӗпчев малалла пырать. Ун вӑхӑтӗнче суд экспертизисем туса ирттермелле, кӳнтеленсемпе калаҫмалла.

Чӑваш Енре пурӑнакан 57 ҫулти арҫын арӑмне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлас вырӑнне питрен турчкапа ҫапнӑ.
Арҫын ҫав кун киле кая юлса таврӑннӑ. Хӗрарӑм куншӑн, паллах, савӑнман. Вӑл ӑна вӑрҫнӑ. Арҫын каҫару ыйтас, ӳкӗнес вырӑнне турчка ярса илнӗ те унпа арӑмне питӗнчен ҫапнӑ.
Шар курнӑ хӗрарӑмӑн питне тухтӑрсем патне кайса ҫӗлеттерме тивнӗ.
Кайран арҫын ӳкӗннӗҫи пулнӑ-ха, вӑл мӑшӑрӗнчен каҫару ыйтнӑ. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук тесе ахальтен каламан вӗт.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӑн 115-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа айӑпланакан ҫынна 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна профилактика учетне илӗҫ.

Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑк наркотик сутса укҫа тӑвас тенӗ. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Каччӑн ҫумӗнче 15 грама яхӑн гашиш тата наркотик вӑрттӑн хумалли вырӑнсене кӑтартнӑ телефон пулнӑ.
Пакунлисем кайран Шурпашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи вӑрманта ҫавӑн пек вӑрттӑн вырӑнта 7 грама яхӑн марихуана хунине тупса палӑртнӑ.
Ҫӑмӑл майпа укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ. Унӑн наркотика пӗр ҫӗртен илсе кайса ӑна пӗчӗкшер партипе хурса ҫӳремелле пулнӑ.
Наркотик сарнӑшӑн ӑна 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухӗҫ.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна порнографи материалне сарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 242-мӗш статйин 3-мӗш статйин «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗлӗшӗпе ҫыхӑннӑ интимлӑ видеона мессенджерсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Шупашкарти хостелта икӗ ҫынна вӗлернӗ. Пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи каҫхине Ломоносов урамӗнче вырнаҫнӑ хостелта пулса иртнӗ.
Унта арҫынсем ҫапӑҫма тапранса кайнӑ. Патруль служби вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре икӗ ҫынна вӗлернӗ. Шар курнисем — 48 тата 62 ҫулти арҫынсем. Вӗсенчен пӗри Тӗмен облаҫӗнчен пулнӑ, тепри — Алтай тӑрӑхӗнчен.
Вӗсене вӗлерекеннисем Смоленск тата Кемер облаҫӗсенчи 32-39 ҫулсенч икӗ арҫын тесе шухӑшлаҫҫӗ, вӗсене пакунлисем тытса чарнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑма тухтӑрсем тӳлевсӗр эмел илме ҫырса панӑ-ха. Анчах ӑна вӑл ниепле те кӗтсе илеймен. Тӗрӗсрех каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе эмел пулман.
Ҫав хӗрарӑмӑн хӗрӗ «Контактра» социаллӑ сетьре РФ Следстви комитечӗн председателӗнчен Александр Бастрыкинран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, сусӑр амӑшӗ валли кирлӗ эмел ыйтса профильлӗ ведомствӑсене тархасланин усси пулман.
Александр Бастрыкин Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫине Александр Полтинина пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ.

Чӑваш Енри 1-мӗш следстви изоляторӗнче ларакан упӑшкине унӑн арӑмӗ сигаретпа наркотик пама тӑнӑ. Наркотиклӑ хӗрарӑма ҫав япалана тупса палӑртма хӑнӑхтарнӑ «Альфа» ятлӑ йытӑ пулӑшнӑ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш пайӗн 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Тӗрӗслев малалла пырать.

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.
2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.
Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра тасатмалли сооружени ӗҫлеменрен таса мар шыв Ҫавала ҫаплипех юхса выртать. Ку ҫивӗч ыйтӑва ялти пӗр хастар арҫын хускатнӑ, вӑл Халӑх фронтӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ вара ку пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин таранах пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ комитетӑн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, кун пек тума Александр Бастрыкин хушнӑ.

Шалти ӗҫҫен министерствин Канашри пайӗнче ӗҫлекен арҫын тата унӑн икӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Пакунлӑ ҫынпа унӑн тусӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче хайхисем салтакран укҫа туртса илмелли меслет шухӑшласа тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пакунли салтак ҫумӗнче наркотик тупнӑҫи тунӑ. Унтан тусӗсемпе пӗрле ӑна хӑратса укҫа шӑйӑрса илесшӗн пулнӑ, 500 пин тенкӗ пама ыйтнӑ, салук вырӑнне машинине илсе кайнӑ.
